Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗрпӳ районӗ

Мускавра авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри XXII пыл ярмаррки ӗҫлӗ. Унта чӑваш пылне те тутанса пӑхма май пулӗ.

Ку ярмарка ҫулталӑкра иккӗ иртет — хӗлле Манежра, ҫулла — «Коломенски» паркра.

Енчен те малтанхи ҫулсенче ку мероприятине чӑвашран пӗр Шупашкарти Кузьминсен ҫемьи кӑна каятчӗ пулсан, юлашки ҫулсенче хутшӑнакансен йышӗ ӳсрӗ. Кӑҫал ярмарккӑра Столяровсен (Шӑмӑршӑ районӗ) тата Наколаевсен (вӗсен утарӗсем Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ) хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ пыла туянма пулать. Сӑмах май Мускавсем пирӗн республикӑра туса илнӗ пыла кӑмӑлласах туянаҫҫӗ.

 

Сӑнӳкерчӗкӗн авторӗ Сергей Приходько.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫапла, юлашки вӑхӑтра ҫак сӑнсен галерейи самай паянланчӗ! Тин кӑна пулнӑ чунҫӳревренех 2 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк килчӗ. Унсӑр пуҫне нумай пулмасть Мирон Толи унта 1951 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче сӑн галерейи Шупашкар районӗнчи ял сӑнӗсемпе тулчӗ: Карачура, Йӑршу, Атайкасси, Янту, Явӑш, Качакасси, Яранкасси, Кивпулӑх.

Ҫак сайтӑн тӗп тивӗҫӗ — чӑваш культурипе паллаштарасси. Культура шутне ял сӑнӗсем те кӗреҫҫӗ. Сӑнаса пӑхӑр-ха тӗрлӗ тӑрӑхри ялсене. Пӗрисем пуян, теприсем — чухӑн. Ҫавна кӑатртма йӗркеленӗ те ӗнтӗ ҫак галерейӑна. КУнта ытларах пайӗпе ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тури ялӗсене кӑтартнӑ: Шупашкар районӗ (68 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (23 ял), Муркаш районӗ (17 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (16 ял). Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳпе Сӗнтервӑрри ялӗсемпе пуянланмалла — кӑҫал ирттернӗ Октябрьски-Ҫӗрпӳ ҫулҫӳревре тунӑ сӑнсем кӗрӗҫ.

Малалла...

 

Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Молодежный посёлокӗн стадионӗнче Ҫамрӑксен кунне халаланӑ футбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Турнира Михайловка, Тутар Кӑнаш ялӗнчи тата Молодежный посёлокӗн ачисем хутшӑнчӗҫ. Ачасем мечӗке хӑвалани хыҫҫӑн пӑхма ҫывӑхри ял ҫыннисем те нумайӑн пӑхӑнчӗҫ.

Пӗрремӗш вырӑна Тутар Кӑнаш ачисем тухрӗҫ. Ку вырӑна лекмешкӗн вӗсен самай тӑрӑшма тиврӗ. Иккӗмӗш вырӑн Михайловка ачисене лекрӗ, виҫҫӗмӗшӗ — Молодежный посёлокрисене.

Кашни ушкӑна хисеп хучӗпе укҫаллӑ парне лекрӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗрпӳ хулинче ҫулсерен утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кану кунӗсенче ярмӑркка ирттереҫҫӗ — хулана республикӑран кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенчен те хӑнасем пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахӑҫласшӑн мар. Хӑнасем умӗнче намӑс курас мар тесе хула администрацийӗ ку мероприятине малтанах хатӗрленет — халӑх кашни кун тенӗ пекех субботниксене тухать, хулан урамӗсене илем кӳртет. Хула урамӗсем те чылай тасалчӗҫ. ООО «Воддорстрой» ӗҫченӗсем те юлмаҫҫӗ — Никитинпа Совет урамӗсенче асфальт ҫулне юсаса тухрӗҫ.

Ярмаркка лапамӗнче те ӗҫ самай пулчӗ — курӑка ҫӑлса тухрӗҫ, тӗп сцена патне каякан ҫула тикӗслетрӗҫ. Тунтикун вара электричество ҫитерме тата тӗп хапхана вырнаҫтарма палӑртнӑ.

Мӗнех, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗпе 5-мӗшӗ хушшинче пире чӑнах та чаплӑ уяв кӗтет пулас! Ярмӑрккана килсе курма ан манӑр! Ҫӗрпӳне ҫитме сире 103 автобус кирлӗ, маршруткисем те нумай ҫӳреҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫӗрпӳ районӗ

 

Кӑҫал ҫуркунне кая юлса ҫитрӗ пулин те хайӗн ҫинчен пӗлтерме манмасть. Ак Мӑн Ҫавал шывӗ те ейӗве кайрӗ. Паян, ирхине, юханшыв 7 метр та 60 сантиметр таран хӑпарчӗ.

Чӑваш Республикинчи ГУ МЧС уйрӑмне вӑхӑтлӑха ертсе пыракан Олег Андреевпа район пуҫлӑхӗ Юрий Николаев паян район ейӗве епле хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ. Олег Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫавал 8 метр та 70 см ҫитсен ҫеҫ ялсемпе хуласене хӑрушлӑх кӳме пултарать.

Район пуҫлӑхӗ паян тепӗр хут ейӗве лекме пултаракан ялсене ҫитсе курчӗ — вырӑнти яваплӑ ҫынсемпе курса калаҫрӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӗмпӗрт Туҫа культура ӗҫченӗсем 28 мартра дискотека вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем хушшинче «Тавралӑха тирпей илем кӳрес» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Ӗмпӗрт Туҫа клуб заведущи Васильева Елена территорисенче тирпей-илем кӳрес тата санитарии тӗлӗшӗнчен тасатас енӗпе ӗҫлеме, ҫамрӑксене нимелле ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Тин ҫеҫ Ҫӗрпӳри 1-мӗш ПВПШ-ра «Туслӑх хӗлхемӗ» ятлӑ наци культурин фестивалӗ иртрӗ. Шкула чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен, олимпиадӑсенче мала тухнӑ ачасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 68 шкул ачи хутшӑнчӗ.

Вырӑсла вӗрентекен шкулсенчи ачасен пилӗк утӑм урлӑ тухмалла пулчӗ:«Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Савнӑ ҫӗр — чӑваш ҫӗр-шывӗ», «Халӑх сӑмахлӑхӗ», «Пирӗн пултарулӑх», «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ». 7-10 классенче вӗренекен ачасем хӑйсен пултарулӑхне «Асамат — 2009» ятлӑ тӑван ен культурин олимпиадинче кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен Ҫӗр ӗсченӗн ҫулталӑкне халалланӑ «Алран кайми…» ӑмӑртура, «Асамат – 2009» ӳнер конкурсӗнче ӑмӑртма тиврӗ.

Вырӑсла вӗрентекен шкулсем хушшинчи «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурсра Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул чи Екатерина Михайлова пӗрремӗш вырӑна тухрӗ, 1-мӗш шкулта вӗренекен Елена Фадеева — иккӗмеш пулчӗ. Ял шкулӗнче вӗренекен ачасем хушшинче ку ӑмӑртура мала Тавӑшкасси шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Екатерина Пудова, иккӗмӗш вырӑна Патӑрьел шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Людмила Петрова тухрӗ. «Шевле-2009» конкурсра Первомайски шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Елена Николаевӑран пултаруллӑраххи пулмарӗ.

Малалла...

 

Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай.

Малалла...

 

<p>Ӗнер, юпан 29-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тавӑшкасси ял ҫумӗнче ҫӗнӗ сысна комплексне хута ячӗҫ. «Ҫӗрпӳ беконӗ» (выр. Цивильский бекон) ятлӑскер «Авангард» ТМЯО уйрӑмӗ пулӗ.</p>

<p>2006 ҫулхи кӗр кунӗччен кунта «Тухӑҫ» (выр. «Восход») ятлӑ панкрута тухнӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ пулнӑ. Кайран вара ӑна ҫӗнетме пуҫланӑ — икӗ ҫул хушшинче 550 миллион тенкӗ хывнӑ. Административлӑ ҫурт, машинсене дизинфекцилекен хапха, 4 нассус станцийӗ, котельнӑй, сысна ҫурисене пӑхмалли 2 корпус (вӗсенче пурӗ 10 800 ҫура ӳстерме пулать), сыснасене самӑртмалли 9 корпус (пурӗ 20 пин пуҫлӑх)... Ҫапла, комплекса хута ямашкӑн сторительсен самай тӑрӑшма тиврӗ.</p>

<p> </p>

<p>Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх Министерстви</p>

 

Михайловкӑри вӑтам шкула хупнӑ, тӗп шкул ҫеҫ хӑварнӑ. Директорӗ ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Педканаш ӗҫлесси те, чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ пуласлӑхӗ те хӑрушлӑхра. Тӗрлӗрен интернет одимпиадӑсем, интернет конкурссем пирки те ним калама аптрамалла.

Ҫӗрпӳ районӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Юрий Михайлович Николаев (zivil@cap.ru) ҫакӑн пек йӑнӑш туни питех те тӗлӗнтерет.

 

Страницӑсем: 1 ... 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, [82], 83
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2024 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хутсемпе çыхăннă шухăшсемпе туйăмсене йĕркене кĕртĕр. Килĕшÿсем тăвăр, вĕренĕр. Шалти сасса итлĕр - вăл улталамĕ. Ĕçлĕ тата туслă çыхăнусене йĕркелĕр.Ĕçлĕ партнерсене хăвăрăн шухăша ĕнентернĕ чухне хăвăра алăра тытăр, сасса ан хăпартăр.

Ҫӗртме, 14

1927
97
Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть